Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хỹтĕлевçĕсене пулăшса

Хỹтĕлевçĕсене пулăшса

Çĕршыва хỹтĕлекенсене кирек хăш саманара та хисепленĕ, халĕ те çаплах.

Хăйсен ирĕкĕпе тата мобилизаци йĕркипе Раççей çар ретне тăракан Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисене хавхалану тата пулăшу кỹрес тĕллевпе Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр!» ятпа пысăк концерт иртрĕ. Вăл районтан Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленнĕ граждансен пĕрремĕш ушкăнне ăсатас умĕн пĕр кун малтан йĕркеленчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăнчĕ. Леонард Васильевич концерта пуçтарăннисем умĕнче сăмах илнĕ май Украинăри çар операцине хутшăнакан çамрăксене шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçласа каялла ырă-сăвă таврăнма сунчĕ:

— Историрен илес пулсан, Раççей çĕршывĕ умĕнче тĕрлĕ тапхăрта сахал мар йывăр самантсем пулнă: вăрçă, выçлăх çулĕсем тата ытти тĕрлĕ пулăмсем. Раççей халăхĕ кирек хăш тапхăрта та мĕн пур йывăрлăха пĕр тĕвве чăмăртанса çĕнтерсе пынă. Украинăра çĕнĕрен пуç çĕкленĕ нацистсене тĕп тăвас тĕллевпе çар операцийĕ пынă вăхăтра та эпир пĕрле. Раççей салтакĕсем пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçаççĕ. Эпир, мирлĕ пурнăçрисем, вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парас, хавхалантарас тесе тăрăшатпăр. Мобилизаци ретне тăракансене вара эпир шаннă çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа каялла ырă-сывă çаврăнса килме сунатпăр.

Концерт программи анлă та пуян пулчĕ. Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» халăх хорĕн, Тỹскелти «Шуçăм», «Тускил» ансамблĕсен, Елчĕкри искусство шкулĕн ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ патриотизм темиллĕ чылай юрăпа куракана тыткăнларĕ, чĕресенче мăнаçлăх çуратрĕ.

Патреккел халăх хорĕн ертỹçи Геннадий Борисов, Юрий Кашкăр шăрантарнă юрăсене итленĕ май зал халăхĕ куççульленчĕ те. Районти культура ĕçченĕсем, Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсемпе вĕсен педагогĕсем, тĕрлĕ шкулта вĕренекенсем хăйсен юрри-ташши урлă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи салтаксен, тыл ĕçченĕсен, паянхи хирĕç тăрусене хутшăнакан çар çыннисен паттăрлăхне анлăн уçса пама пултарчĕç. Сергей Баранов, Евдокия Егорова тата ытти юрăçсем шăрантарнă юрăсем те тыткăнларĕç, йывăр вăхăтра халăх яланах пĕрле пулнине, çакă пирĕн паха ен пулнине, Тăван çĕршыва чунтан юратнине çирĕплетрĕç вĕсем. Патреккелти культура çурчĕ çумĕнчи арçынсемпе хĕрарăмсен ансамблĕсем хỹтĕлев чиккисен, салтаксен паттăрлăхне çутатрĕç. Вĕсене куракансем уйрăмах кăмăлласа йышăнчĕç. Халăх Украинăри çар операцине хутшăнса пуçĕсене хунă ентешсене асăнса пĕр самант шăп тăчĕ.

Концертра билет сутса пухăннă укçа-тенке «Пĕрле» ятарлă фонд счечĕ çине куçарса панă. Унпа Чăваш Енрен çар ретне мобилизаци йĕркипе тăракансем валли кирлĕ тум-тир тата хатĕрсем туянĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Елчĕкри искусство шкулĕнчи ташăçăсен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code